Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала

 

2689Пӑрҫа салтавсӑр та ҫыртать.Пӑрҫа
1587Пӑрҫа умӗнче кашниех пуҫ таять.Пӑрҫа
1588Пӑрҫа хуралҫи пӑрҫа ҫиетех.Пӑрҫа
1589Пӑрҫапа хӗрачана курмасӑр иртмеҫҫӗ.Пӑрҫа
1789Пӑру вӑкӑр ертнӗ пулсан ӗнине сут теҫҫӗ.Ӗне
1790Пӑруран ӗне ту, хӗртен арӑм ту.Ӗне
1791Пӑрушӗ ҫинӗ чух ӗни пӑр та ҫулать.Ӗне
2508Пӑрчӑкан ҫӑмарта тунӑ чух ула куракӑн кучӗ ыратнӑ тет.Пӑрчӑкан
2509Пӑрчӑкан хӳрипе пӑр ватать.Пӑрчӑкан
2510Пӑрчӑкана кура ҫерҫи те сиккелет.Пӑрчӑкан
2099Пӑх ҫиме вӗреннӗ сысна пӑх ҫисех вилет.Сысна
2511Пӑчӑр хыҫҫӑн чӑх вӗҫеймӗ.Пӑчӑр
2512Пӑчӑр чонӗ тохиччен ӗмӗтленет тет.Пӑчӑр
2513Пӑчӑрӑн пырши тухать тет, ҫапах та: «Ҫав турат ҫине ҫитсе лараймӑп-ши?» — тесе калать тет.Пӑчӑр
2514Пӑчӑрӑн пырши тухнӑ тет.Пӑчӑр
2515Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫ кун пурӑнасшӑн.Пӑчӑр
2310Пӗр лашана икӗ хут хӑмӑт тӑхӑнтартмаҫҫӗ.Ут — Лаша
1590Пӗр пӑрҫа пин ылтӑн теҫҫӗ.Пӑрҫа
2076Пӗр ҫӗрлӗхе мӑкаҫ тирӗ те тӳснӗ.Мулкач
2311Пӗр ута касни пин ута ҫитет.Ут — Лаша
1792Пӗр чӗкӗреллӗ ӗне пӗтӗм кӗтӗве варалать.Ӗне
2166Пӗр шӑтӑкра икӗ упа шӑнӑҫаймасть.Упа
1591Пилеш пӑхма хӗрлӗ те, ҫиме йӳҫӗ.Пилеш
1592Пилеш хӗресӗ пин усала хӑратать.Пилеш
1593Пилеш шывӗ сиплӗхлӗ теҫҫӗ.Пилеш
1596Пилеше пиллӗх йывӑҫӗ теҫҫӗ.Пилеш
1594Пилеше сӗрӗм тивесрен ҫиеҫҫӗ.Пилеш
1595Пилешрен арҫури те хӑрать теҫҫӗ.Пилеш
2642Пулӑ пулла ҫиет, этем этеме ҫиет.Пулӑ
2643Пулӑ пуҫне ҫиекен пуҫ пулать.Пулӑ
2644Пулӑ ҫиес тесен шӑрпине те иртме пӗлес пулать.Пулӑ
2645Пулӑ тарӑн вырӑна шырасан-шырасан ӑшӑх вырӑна тухса каять.Пулӑ
2646Пулӑ тытас тесен йӗпенмесӗр пулас ҫук.Пулӑ
2647Пулӑ тытма вӑлта кирлӗ, пурнӑҫ тума тӑван кирлӗ.Пулӑ
2648Пулӑ шывран хӑрамасть.Пулӑ
2649Пулӑ юрла пуҫласан пур ҫынсем те пӗр пулӗҫ.Пулӑ
2650Пуллӑн хӳри яка теҫҫӗ.Пулӑ
2651Пулли пулсан тытаканӗ те пулӗ.Пулӑ
2086Путенерен ҫу ил, тӑманаран тӗк ил.Сурӑх
2708Пыл хурчӗ пыл пухнӑ ҫӗрте ҫӗлен наркӑмӑш пухать тет.Пыл хурчӗ
2709Пыл хурчӗ пыл тӑвать, шӑна чир сарать.Пыл хурчӗ
2707Пыл хурчӗ сӑхни сиплӗхлӗ теҫҫӗ.Пыл хурчӗ
2710Пыл хурчӗ те пур чечеке те ырламасть.Пыл хурчӗ
2711Пыл хурчӗ хуҫине пӑхса пыл тӑвать.Пыл хурчӗ
2712Пыл хурчӗсем ӗҫсӗр пурӑнаймаҫҫӗ.Пыл хурчӗ
2530Сала кайӑк салатать, илен кайӑк пуҫтарать.Ҫерҫи
1681Самӑр выльӑх хуҫине паллами пулать.Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун
1680Самӑр выльӑхӑн пӑхӗ те паттӑр.Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун
1925Самӑр йытӑ хӳрипе вылять.Йытӑ
2087Самӑр сурӑхӑн путекки те самӑр пулать.Сурӑх